Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑмӑл атлетика

Спорт

БРИКС ҫӗршывӗсен вӑййисем малалла пыраҫҫӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вара вӑл вӗҫленнӗ. Пирӗн ентешсем унтан пушӑ алӑпа таврӑнмаҫҫӗ.

Полина Андреева йывӑр атлетка пӗрремӗш кунхинех кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. София Емелюкова тата Павел Иванов самбистсем вара пьедесталӑн ҫӳлти картлашка ҫине хӑпарнӑ – ылтӑн медаль илнӗ.

Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче спорт гимнасчӗ Владислав Поляшов ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тепӗр кунхине вӑл кӗмӗл медальлӗ пулнӑ.

Ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Виктория Максимова ҫӑмӑл атлетка 200 метра чупса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

 

РИА Новости архивӗнчи сӑн
РИА Новости архивӗнчи сӑн

«Ҫулталӑк тӑршшӗпех, хам ача кӗтнине пӗлнӗренпе, хама васкатма тӑрӑшмарӑм, тепӗр хутчен шухӑшласа пӑхма шанчӑк патӑм. Анчах пулмарӗ. Шел те, юлашки ҫулсенче мана ҫӑмӑл атлетика киленӳ пама пӑрахрӗ. Ҫапла спорт карьерине официаллӑ майпа вӗҫлетӗп. Сектора таврӑнмӑп», - тесе ҫырнӑ Анжелика Сидорова спортсменка хӑйӗн Телеграм-каналӗнче шӑматкун.

Ҫапла, вӑл спортран каять. Халӗ Анжелика – 32 ҫулта. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ывӑл ҫуратнӑ. Сидорова – метр ҫӳллӗшне шӑчӑпа сикнӗ историри тӑваттӑмӗш хӗрарӑм. Вӑл – Токиора иртнӗ Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ, тӗнче тата Европа чемпионки. 2014 ҫултанпа Анжелика ӑмӑртусенче Чӑваш Ене тата Мускава хӳтӗленӗ.

 

Спорт
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Адлерта опытлӑ спортсменсен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе ҫуллахи чемпионат иртнӗ. Унта пирӗн ентеш, шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗ Виктор Семенов 2 медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ.

Чемпионата 500 яхӑн ветеран-ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Виктор Семенов 5 тата 10 ҫухрӑмсене чупса 70-73 ҫулсенчи спортменсен хушшинче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81991
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче парабадминтонистсем ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне килсен Шупашкарти «Раҫҫей» хӑна ҫуртне кӳмепе кӗреймен. Унта ятарлӑ пандус ытлашши чӑнкӑ пулнӑ. Ҫавна май прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ.

Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫак ҫитменлӗхе пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Ведомство хӑна ҫурчӗн хуҫи сусӑрсене ҫӳремелли пандуссемпе тытӑнмаллисене хатӗрлеменнине ҫирӗплетнӗ.

Хальхи вӑхӑтра хӑна ҫуртӗнче ҫак ҫитменлӗхсене пӗтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81694
 

Статистика
Виктория Жилина ҫӑмӑл атлетка. manez.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Виктория Жилина ҫӑмӑл атлетка. manez.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Раҫҫейӗн спорт мастерӗсен шучӗ йышланнӑ. Ҫак йышра — пирӗн республикӑри тепӗр ҫичӗ спортсмен.

Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята спортӑн ултӑ енне суйласа илнӗ 7 маттур тивӗҫнӗ. Списокра — Виктория Жилина (ҫӑмӑл атлетика), Вероника Григорьева, Анастасия Чернова (мас-рестлинг), Никита Александров (самбо), Никита Васильев (спорт аэробики), Юлия Кириллова (спорт кӗрешӗвӗ), Ксения Пушкина (спорт гимнастики).

 

Спорт
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки.

Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ.

 

Спорт
Википедия архивӗнчи сӑн
Википедия архивӗнчи сӑн

Ӗнер Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӳсем пур.

Анжелика Сидорова ҫӳллӗшне шӑчӑпа сиксе Елена Исинбаева 2016 ҫулта лартнӑ рекорда ҫӗнетнӗ. Ун чухне ку кӑтарту 4,90 метр пулнӑ тӑк Анжелика 4,91 метра парӑнтарнӑ.

Хальлӗхе тӗнчери абсолютлӑ рекорд Елена Исинбаевӑнах. Вӑл уҫӑ сывлӑшра - 5,06, пӳлӗмре 5,01 метра парӑнтарнӑ. Сидоровӑн вара ку кӑтартусем 5,01-пе тата 4,95-пе танлашаҫҫӗ.

Аса илтерер: чемпионат ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӗҫленет.

 

Спорт

Токиора иртекен Паралимп вӑййисенче Чӑваш Енри тепӗр спортсменка медаль илнӗ. Хальхинче Анна Кулинич-Сорокина 200 метра чупса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку дистанцире куҫ япӑх куракан спортсменсем тупӑшнӑ.

29 ҫулти спортсменка медаль илме ӗмӗтленни пирки каланӑ, ҫапах ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Вӑл сӑнӑ ывӑтса та тупӑшнӑ. Спортсменка унта малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах унта мар, 200 метра чупса вӑл медальлӗ пулнӑ. Анна ҫак медале хӗрне, упӑшкине халалланӑ. Мӑшӑрӗ пӗрлештернӗ командӑн массажисчӗ.

Сӑмах май, Анна 2012 ҫулта Паралимпиадӑна хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл сӑнӑ ывӑтса кӗмӗл медаль илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74186
 

Спорт

Японири Токио хулинче Паралимп вӑййисем пыраҫҫӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышӗнче пирӗн ентешсем те пур.

РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Елена Иванова ҫӑмӑл атлетика турнирӗнче, 100 метра чупассинче, финала тухнӑ. Ку кӑна мар, вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Елена 100 метра 14,60 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Ҫак ятпа ӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та шӑнкӑравласа саламланӑ.

Иккӗмӗш вырӑна Китайри Итин Ши йышӑннӑ. Пӑхӑр медале Ҫӗнӗ Зеланди спортсменки Даниэль Эйтчисон выляса илнӗ.

 

Спорт

Ҫурла уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Беларуҫра хӑвӑрт утас енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Виктор Семенов тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ.

Виктор Семенов – ШӖМ ветеранӗ, вӑл 72 ҫулта. Отставкӑри милици полковникӗ ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗнче 5 пин километра чупса тӗнче рекордне ҫӗнетнӗ. Финиша 26 минут та 27,96 ҫеккунтра ҫитнӗ. Вӑл 70-74 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Виктор Семеновӑн медальсемпе кубоксем нумай. Вӑл 1976 ҫулта Олимп вӑййисене хутшӑннӑ, пӗлтӗр Мускавра ветерансен хушшинче иртнӗ чемпионатра тӗп триумфатор пулса тӑнӑ, 3 пин ҫухрӑмлӑ дистанцире рекорд лартнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Ака, 01

1924
101
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
69
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
35
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын